Июль уйăхĕнчи ĕçсем

Категория: Публикации Опубликовано: 15.07.2023, 22:58 Просмотров: 354

Июль уйăхĕнче пахча çимĕçе çакăн пек мелсемпе апатлантармалла.

Помидора суперфосфатпа е кỹкĕрт (сера) йỹçĕклĕ калипе апатлантармалла. 10 литр шыва кашни препарата 20-шер грамм ямалла. Кашни тĕме 1,5-2 литр сапмалла. Хăяра нитрофоскăпа (10 литр шыва 1 апат кашăкĕ) е вĕлтĕрен, армути шывĕпе сапмалла. Ỹсен-тăрана сапиччен курăк шĕвекне сулхăнра 7 кун лартмалла.

Хăяршăн çавăн пекех кĕл шывĕ те усăллă.

Çĕр улми валли çакăн пек хутăш хатĕрлемелле: 10 литр шывра 1 апат кашăкĕ суперфосфат тата 600 грамм кĕл ирĕлтермелле.

 Кишĕре çак вăхăтра кĕл кирлĕ. Ăна йăран çине сапса тухмалла. Е нитроаммофоскăпа (10 литр шыва 40 грамм) апатлантармалла.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика