Мускавра - Акатуй

Категория: Публикации Опубликовано: 30.06.2023, 19:51 Просмотров: 173

Ыран, июлĕн 1-мĕшĕнче, Мускавра "Сокольники" паркра Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ иртĕ. Уявра хăнасене Чăваш Енри, Мускаври тата ытти регионсенчи пултарулăх коллективĕсем, эстрада çăлтăрĕсем юрă-ташăпа савăнтарĕç. Вăл шутра Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Шакин ертсе пыракан Патăрьелĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕ те сцена çине тухĕ. Паллах, спорт ăмăртăвĕсем те иртĕç.

Çавăн пекех чăваш наци апачĕсене тутанса пăхма, хамăрăн халăхăмăрăн йăли-йĕркипе паллашма, флешмобсемпе ăсталăх класĕсене те хутшăнма майсем туса парĕç. Уяв 11 сехетре пуçланать.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика