Сăкăтри культура çурчĕ - çĕнтерỹçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.06.2023, 20:29 Просмотров: 149

ЧĂВАШ Республикин культура, наци тата архив ĕçĕсен министерстви Трактор тăвакансен культура çуртĕнчи республикăри халăх пултарулăх центрĕпе пĕрле тăваттăмĕш хут йĕркеленĕ "Культура çурчĕ. Çĕнĕ формат" проекта ĕçе мĕнле кĕртнине регион тапхăрĕнче пĕтĕмлетнĕ. Сăмах май, ăна Раççей культура министерстви лайăх ĕçлекен, халăхăн культура шайне ỹстерессишĕн тăрăшакан культурăпа кану учрежденийĕсене палăртас, культурăра вăй хуракансен професси хисепне ỹстерес тĕллевпе йĕркелет.

Сăкăтри культура çурчĕ "Ялти клуб йышши культурăпа кану центрĕ реализациленĕ проект" номинацире "Анатри чăвашсен тĕпелĕ" проектпа (Вероника Кузнецова хатĕрленĕ) хутшăнса малтисен шутне кĕнĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика