Юхма тăрăх учĕсем - чи маттуррисем

Категория: Публикации Опубликовано: 24.06.2023, 13:54 Просмотров: 188

ПИРĔН муниципалитетра июнĕн 10-11-мĕшĕсенче Акатуй-Сабантуй кĕрлесе иртсе кайрĕ, анчах республикăри хăш-пĕр тăрăхра иртнĕ канмалли кунсенче те çурхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Вăл шутра Шупашкар районĕнче те халăх Çĕньялта пухăнса савăннă. Юрлакансем, ташлакансем хăйсен ăсталăхне кăтартнă, спортсменсем вăйĕсене виçнĕ. Урхамахсем те старта тăнă. Патăрьелсем инçе çула çывăхлатса унта та çитнĕ. Ăмăртура Патăрьел муниципалитет округĕнчи Тикешри Алексей Краснов тытса пынă "Победителе" çитекен пулман. Кивĕ Ахпỹртри Николай Пыркинăн "Прайм Тайм Сим" урхамахĕ иккĕмĕш кĕнĕ. Лăплантаракан приза та Кивĕ Катекри Сергей Быковăн "Чемберлен" (Николай Пыркин тытса пынă) учĕ тивĕçнĕ.

Çĕнтерỹçĕсем июнĕн 24-мĕшĕнче - Республика кунĕнче - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн иртекен лашасен ăмăртăвне хутшăнма çине тăрсах хатĕрленеççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика