Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 16.06.2023, 10:00 Просмотров: 344

Юрист, юридика наукисен докторĕ, профессор, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Андреевич Кириллов (17.06.1958) 65 çул каялла Тикешре çуралнă.

Михаил Кириллов - СССР шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнчи Хабаровскинчи аслă шкулĕн выпускникĕ. Иркутск облаçĕнче ĕçпе юсанмалли учрежденисенче отряд начальникĕ, начальникĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшнă. 1995 çулта шалти ĕçсен министерствин аслă вĕренỹ заведенийĕсен системинче вăй хума пуçланă. 2002-2007 çулсенче Раççей шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалĕн криминологи тата уголовлă йĕрке кафедрин начальникĕ, пĕрлех Шупашкарти коопераци институтĕнче тĕрлĕ çулта доцент, профессор, уголовлă право дисциплинин кафедрин заведующийĕ, криминологи тата йĕрке хуралĕн органĕсен заведующийĕ, проректор- наука ĕçĕсен ертỹçи пулса ĕçленĕ.

Пирĕн ентеш 180 ытла наука ĕçĕн, çав шутра монографисен авторĕ.

 ("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика