Эльфия Яраханова ăста повар пулмах çуралнă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.06.2023, 09:47 Просмотров: 342

ÇАК кунсенче республикăри шкул столовăйĕсенче вĕри апат хатĕрлекен поварсен конкурсĕ иртнĕ. Унта муниципалитет округĕсенчи çĕнтерỹçĕсем, хăйсен профессине чунтан кăмăллакансем хутшăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне Хирти Пикшикри вăтам шкулти аслă повар Эльфия Яраханова хỹтĕленĕ, хĕрỹ тупăшура Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисенчи професси ăстисем хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăннă. Поварсен маçтăрлăхне, пултарулăхне 13 енĕпе пахаланă. Унта апата хатĕрлемелли технологи, сервировка, санитари йĕркисене пăхăнни, блюдо техĕмĕ тата ытти те кĕнĕ.

- 14 çул тăрăшатăп хамăн юратнă ĕçре. Мĕн ачаранах апат пĕçерме, тутлă çимĕçсем хатĕрлеме кăмăллаттăм. Чун енне выртакан ĕçе аннерен вăрттăн та чылай хăнăхнă. Халĕ Айгел хĕрĕм апат-çимĕç хатĕрлессипе маттур пулнăшăн хĕпĕртетĕп. Паян маншăн кирек мĕнле блюдо, кулинари çимĕçĕ хатĕрлесси пĕрре те йывăрлăх мар. Шкулта ачасемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ пирĕн ĕçпе кăмăллă пулни, вĕсенчен нумай тав сăмахĕ илтни, конкурса хутшăнса çĕнтерỹçĕсен йышне кĕни питĕ савăнтарать, малашне тата ытларах хавхаланса ĕçлеме вăй парать,- кăмăлтан калаçрĕ тăватă ача амăшĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика