Упамса ялĕнче пурăнакан Трофимовсем çинчен хаçатра пĕр хутчен çеç мар çырнă. Вĕсем тăлăха юлнă ачасене хăйсен хỹттине илсе ỹстернĕ. Çитĕннĕ ăру халĕ "çимĕçĕпе" савăнтарать. Мускав çывăхĕнче пурăнакан Владимир Валентинович Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать. Тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн ăна "За разминирование Донецской Народной Республики" медальпе наградăланă. Ырă хыпар çил çунат хăвăртлăхĕпе вĕçет, теççĕ. Çакăншăн ашшĕпе амăшĕ, Алина мăшăрĕпе икĕ хĕрĕ тем пекех хĕпĕртеççĕ.
Владимирăн çар хăнăхăвĕ çителĕклех. Маларах вăл ытти хĕрỹ точкăсенче те пулнă.
Артем шăллĕте савăнăçне пытараймасть. Çарта пулнă чухне вăл "За отличие в службе" медале тивĕçни çинчен те хаçатра çырнăччĕ.
Альбина КАПИТОНОВА
Август 2026 |
