Тăрăшсан çитĕнỹ пулатех

Категория: Публикации Опубликовано: 13.06.2023, 11:50 Просмотров: 397

Шупашкарти "Олимпийский" стадионта федерацин Атăлçи округĕнче тата Чăваш Енре мала тухассишĕн "Спорт - пурнăç норми" проектпа килĕшỹллĕн çăмăл атлетика ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта хутшăнакансем икĕ ỹсĕм категорийĕпе ăмăртнă.

Çĕршывăн 18 регионĕнчи 950 çăмăл атлет 3 кун уйрăмшарăн, эстафетăра чупса, тăршшĕне тата çỹллĕшне сиксе ăмăртнă. Программăра йĕтре тĕртесси, мăлатук, сăнă, диск ывăтасси те пулнă. Пирĕн муниципалитет округĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК воспитанникĕсем призерсем пулнă. Михаил Киргизов (Первомайски) 5000 метра чупса пĕрремĕш, Николай Соколов (Сител) 1500 метрта иккĕмĕш, 3000 метрта виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Нияз Шакуров йĕтре тĕртсе иккĕмĕш, Анастасия Васильева диск ывăтса виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Дина Хафизова 2000 метра чăрмавсем урлă чупса виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика