Общество палати малашлăхшăн тăрăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.06.2023, 11:44 Просмотров: 447

 Патăрьел муниципалитет округĕнчи Общество палатин пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертỹçин çумĕ-граждансен ыйтăвĕпе тата обществăлла тĕрĕслев субъекчĕсен хутшăнăвĕпе тимлекен управлени начальникĕ Алексей Гурьев, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков хутшăннă.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи Общество палатин председательне суйличчен пĕрремĕш ларăва унăн членĕ Тальгат Шакуров ертсе пынă.

Ларура çак ыйтусене пăхса тухнă: Патăрьел муниципалитет округĕнчи Общество палатин Регламенчĕ çинчен; Патăрьел муниципалитет округĕнчи Общество палатин тытăмĕ çинчен; Патăрьел муниципалитет округĕнчи Общество палатин пĕрремĕш йышĕпе унăн Председательне тата заместительне суйласси çинчен; Чăваш Республикинчи Патăрьел муниципалитет окургĕнчи Общество палатин Канашне йĕркелесси çинчен.

Пухăннисем пĕр саслă пулса Патăрьел муниципалитет округĕнчи Общество палатин ертỹçи пулма Анатолий Самакина суйланă. Унăн çумĕсем-Рифкать Сафиуллин, Петр Кузнецов, Николай Ларионов.

Лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май Анатолий Самакин Патăрьел муниципалитет округĕнчи Общество палатин членĕсене малашне те округ малашлăхĕшĕн, пуласлăхĕшĕн тăрăшма ырă суннă.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика