Çуралакан нумаййи савăнтарать

Категория: Публикации Опубликовано: 13.06.2023, 11:41 Просмотров: 429

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи ЗАГС пайĕн кăçалхи пилĕк уйăхри кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Асăннă тапхăрта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 5 пепке ытларах çуралнă, 89 "çĕнĕ кайăка" ят хурса свидетельствăсем панă. Çав вăхăтрах 193 çын вилнĕ. Пĕлтĕрхинчен вунă çын сахалтарах. Арçынсем вăтамран 76, хĕрарăмсем 79 çул пурăннă.

 Çулталăк пуçланнăранпа çĕнĕ çемье çавăракансем те пĕлтĕрхинчен ытларах пулнă. Пилĕк уйăхра 42 каччăпа хĕре пĕрлешнĕ ятпа саламланă. Анчах шел пулин те тĕрлĕ сăлтава пула мăшăрсен сукмакĕ йỹпленни шухăшлаттарать. Çак тапхăрта 35 çемье арканнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика