Залина - лауреат

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2023, 21:54 Просмотров: 623

Чăваш патшалăх пуканесен театрĕнче "Чăваш Енĕн ĕнчĕ пĕрчисем" ятпа уçă фестиваль иртрĕ. Унта ачасен ăсталăхне хаклама май пулчĕ. Кăçалхипе вăл 19-мĕш хут пулчĕ.

Малтанхи тапхăрĕ Патăрьелĕнче иртнĕччĕ. Унта Хирти Пикшикри вăтам шкулта 4 класра вĕренекен Азалия Сабирова тата Амилия Ачамова "Чунга-чанга", 10 класри Залина Шагаева "Прекрасное далеко" юрăсемпе палăрнăччĕ.

Зонăри тур Кỹкеç поселокĕнче пулчĕ. Залина Шагаева (ертỹçи Дания Салахова) гала концертра пĕрремĕш степеньлĕ лауреат пулчĕ, дипломпа медале тивĕçрĕ. Чăваш Енри мăсăльман тĕн управленийĕ ячĕпе Залинăпа ертỹçине муфти çумĕ Ильяс хэзрэт саламларĕ, парне пачĕ.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика