Ырă мар шухăшлă арçынран асăрханăр!

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2023, 15:49 Просмотров: 513

 ХАÇАТ редакцине вулакансенчен çакнашкал хыпар çитрĕ. Пĕр палламан кăвак автомашинăллă арçын хăйне киленме хĕрарăм шырать-мĕн. Урамра иртсе пыракан хĕрарăмсене те, чиперккесене те чарса калаçтарать. Пĕрре те вăтанса та, именсе те, хăраса та тăмасть, ырă та ăшă сăмахсем каласа илĕртет. Çак кунсенче ача амăшĕсем ырă мар шухăшлă çын çул çитмен хĕрачасене çапла майпа илĕртсе автомашина çине ларма ыйтнине пĕлтерчĕç. Пуçтах арçын усал шухăшпа çынсен çумне çулăхса çỹренине асăрхасанах округри полици уйрăмĕн дежурнăй пайне 6-14-92 е 6-10-02 телефонсемпе шăнкăравласа ярăр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика