Симĕс-симĕс тирексем асфальт енне тайăлнă

Категория: Публикации Опубликовано: 12.05.2023, 19:41 Просмотров: 497

 Сăмах кунта Кивĕ Ахпỹртпе Туçа, Туçапа Анат Туçа ялĕсем хушшинчи тирексем çинчен пырать. Вырăн-вырăнпа хăшĕ-пĕри чăннипех те самаях авăннă. Иртсе пынă чухне автомашина çине ỹкессĕнех туйăнать. Хĕллехи çанталăк та пулăшрĕ-тĕр вĕсене. Туратсем çине çуса лартнă юр шăнса пăрланнăччĕ, самай пысăккисенех пĕкĕ евĕр авнăччĕ. Хăшĕ-пĕри каялла тỹрленчĕç. Теприсем çаплипех юлчĕç.

Аслă çулхисем каланă тăрăх йывăçсене тахçанах лартнă. Вĕсен ĕмĕрĕ иртнĕ, теççĕ. Тымартан кăкланса тухакансем çĕрĕшсе пыраççĕ. Апла пулсан, татăклă йышăну тумаллах. Ура айĕнчен инкек килсе тухасса кĕтмесен те юрать. Пĕр вăхăтра ятарлă бригада ку енĕпе ĕçе те пуçăннăччĕ.

Ыйтăва татса пама ял старостисем, депутатсем яваплăха туйса хутшăнасса кĕтеççĕ ял çыннисем.

Юрий ИВАНОВ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика