Çĕнтерỹ уявĕн уйăхĕ юбилярсемшĕн асра юлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.04.2023, 22:33 Просмотров: 147

 ТĂВАН çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 78 çул çитнине халăхпа пĕрле паллă тăвакан сумлă уявччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Хальхи вăхăтра муниципалитет округĕнчи ялсенче çак куна чыслăн ирттерсе ярас тесе хатĕрленеççĕ, палăк йĕри-таврашне тирпейлеççĕ, сăрлаççĕ, тасатаççĕ, çеçкесем лартаççĕ тата ытти те. Патăрьелĕнче уяв митингĕ иртекен тĕп палăк умĕнче те хĕрỹ юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

 Çĕнтерỹ уявĕн уйăхĕ хăш-пĕр ватăсемшĕн икĕ хут та асра юлĕ. Шăпах кăçалхи май уйăхĕнче Сителти Ольга Камышева, Шăнкăртамри Хазиябану Купкенова, Тури Туçари Анастасия Тестова, Ульяновкăри Леонор Тихонов, Ыхра Çырминчи Нурие Хамидуллова, Именкассинчи Зейнеб Шигабетдинова хисеплĕ ĕç ветеранĕсем 90 çулхи юбилейĕсене паллă тăваççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика