Апрелĕн 22-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейĕпех субботник иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2023, 21:29 Просмотров: 223

Унăн тĕп тĕллевĕ - экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси. Патăрьел муниципалитет округĕ те çĕршыв шайĕнчи субботника хутшăнчĕ. "Юбилейный" скверта, Патăрьелĕнчи Кепе юхан шыв лапамĕнче, Хирти Пикшикри Фирдус Камалетдинов урамĕнчи скверта, Шăнкăртамри "Халăхсен туслăхĕ" паркĕнче, Сăкăтри скверта тирпей-илем тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттерчĕç.

Массăллă субботникре муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та администраци коллективĕпе пĕрлех хутшăнчĕ, организаци-предприяти коллективĕсем те хастарлăх кăтартрĕç, типнĕ курăка, çỹп-çапа пуçтарчĕç, тротуарсене тасатрĕç тата ытти те.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика