Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кашни эрнерех Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пыракан строительство объекчĕсенче пулать, унти ĕçсемпе паллашать, ĕç пахалăхĕпе кăсăкланать.
Хальхинче вăл Патăрьелĕнчи Мухтав монуменчĕ умĕнчи, кану паркĕнчи юсав ĕçĕсемпе, Калинино-Патăрьел-Елчĕк республика çулĕн юппинчен пуçласа Ленин проспектĕнчи 34-мĕш çурт таран саракан асфальт çул объектĕнчи, Кивĕ Катекри спорт площадкинчи ĕçсемпе паллашрĕ.
- Хальхи вăхăтра муниципалитет округĕнче уй-хирте çеç мар, чылай строительство лапамĕнче ĕç вĕрет. Вĕсем пурте халăх пурнăçне хăтлăлатас, канма, ĕçлеме, сывлăха çирĕплетме кирлĕ условисем туса парассипе çыхăннă. Ку тĕлĕшпе федераци, республика программисемпе, çавăн пекех пуçару бюджечĕпе те пикенсех ĕçлетпĕр. Строительство объекчĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласси вара тĕп тĕллев, - терĕ Рудольф Васильевич строительсен умĕнче ыйтăва çивĕчлетсе.
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
