Çамрăксем яла юлччăр тесе...

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2023, 21:08 Просмотров: 267

Шăпах çакăн пирки калаçу пычĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти лапамра ял тата пĕчĕк хуласенчи вĕрентỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ пухакансене професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ республика форумĕнче. Унта Патăрьелĕнчи агропромышленность техникум студенчĕсем, вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче пĕлỹ пухакансем, ашшĕ-амăшĕ, шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен канашçисем, тĕп хулари аслă вĕрентỹ учрежденийĕсен представителĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Форума Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем уçрĕç. Çитĕнекен ăрăва вырăнтах кăмăла каякан професси суйлама пулăшса кирлĕ пĕлỹ илнĕ хыççăн каялла çуралнă кĕтесе тавăрас шухăш пулчĕ тĕпре. Пĕрремĕш пайĕ дискусси мелĕпе иртрĕ. Модераторĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева пулчĕ. Çамрăксемпе калаçăва хутшăнма Çĕнĕ Ахпỹртри Евгений Мартышкин фермер хуçалăхĕн представителĕ Анастасия Мартышкина тата çак ялти Вадим Романов килнĕ.

Кăçал муниципалитетри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсенчен 600 яхăн ача вĕренсе тухать. 9 класс хыççăнхисем Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти агрокласа, агропромышленность техникумне те малалла пĕлĕвĕсене тăсма килме пултараççĕ. Унта вĕренекенсен Чăваш патшалăх аграри университетне вĕренме кĕмешкĕн çăмăллăхсем пур.

Агропромышленность техникумĕнче 4 професси, 3 специальность илме пулать. Çаксем пирки шкулта тата техникумра вĕренекенсем каласа кăтартрĕç.

Патăрьел муниципалитет округĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова муниципалитет аталанăвне çамрăксем тивĕçлĕ тỹпе хывнине палăртрĕ. Кадрсем вырăнта пулнăран Юхма Енпе Пăлаçи хастарĕсем республика шайĕнче те малти ретре пулнине асăнчĕ. Вырăнтах аш-какай, сĕт туса илес, севок, тыр-пул çитĕнтерес, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлесе кайма пулнине çирĕплетрĕ. Педагогсене хатĕрлекен аслă шкулсене вĕренме каяс ĕмĕтлисемшĕн те çул уçă пулнине палăртрĕ.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул директорĕ Людмила Лялина социаллă партнерсемпе килĕшỹре ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ.

Калаçăва хутшăннă Анастасия Мартышкинăпа Вадим Романов тăван ен мĕнпе илĕртнине уççăн палăртрĕç. Вĕсем çитĕнтерекен продукци тĕнче тăрăх саланнине пытармарĕç. Çĕр ĕçĕнче çуллахи вăхăтра кану кунĕсемсĕр тăрăшни кĕрхи пỹлмене тултарнине каларĕç. Хăйсене пурнăçри çула тĕрĕс суйласа илме учительсем пулăшнине пĕлтерчĕç. Наставниксем хальхи вăхăтра кирлĕ сĕнỹсем панине асĕнчĕç.

Форума хутшăннисем малалла секцисенче ĕçлерĕç. Вĕсенче аслă шкул, техникум, предприятисен представителĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллаштарчĕç.

Хаклав

Алевтина КУДАНОВА, Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн директорĕн çумĕ:

 - Çакнашкал форум ирттерни çитĕнекен ăрушăн питех те кирлĕ тесе шутлатăп. Кунта хĕрсемпе каччăсем техникумсен, аслă шкулсен представителĕсемпе куçа-куçăн калаçса хăйсен малашлăх çулне тата та уçăмлăн палăртма май тупаççĕ. Çывăхри вĕрентỹ учрежденине килме шут тытни те кăмăллă. Килте пурăнсах специалность илме пулать. Кайран яла юлса ĕçе вырнаçма май пур.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика