Кĕрхисене хĕл хăратман

Категория: Публикации Опубликовано: 17.03.2023, 20:25 Просмотров: 459

Иртнĕ кĕркунне районĕпе кĕрхи культурăсене 4487 гектар акса хăварнăччĕ. Хĕлле çумăрсем темиçе хутчен те çунăран, хирсем пăрпа витĕн- нĕрен вĕсемшĕн те хăрушлăх кăларчĕ.

 "Россельхозцентр" учрежденин Патăрьелĕнчи филиалĕн специалисчĕсем темиçе хутчен те уйсене çитсе кĕркунне акса хăварнă пĕрчĕллĕ культурăсем мĕнлерех лару-тăрура пулнине тĕрĕсленине, калчасем аванах хăйсене туйнине пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче те Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн начальникĕ Виктор Львов, "Россельхозцентр" учрежденин Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ Юрий Кошкин тата Анатолий Майоров тĕп агроном, АПК канашĕн районти ветеранĕ, чылай çул агрономра вăй хунă Петр Самакин (сăн ỹкерчĕкре, 1 стр.) "Батыревский" пĕрлешĕвĕн, "Корма" çĕр ĕç фирмин кĕрхисем йышăннă хирсене çитсе курчĕç.

Акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн тĕп агрономĕ Евгений Сейфуллин пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра кĕрхи туллăн "марафон" сортне технологие пăхăнса 268 гектар акса хăварнă. Вĕсем еплерех хĕл каçнипе кăсăкланса пĕр хиртех икĕ тĕлте тĕрĕслерĕç. Юр сийĕ çĕр çумĕнчен 14 сантиметр хулăнăш, пăр тăватă сийлĕ: пĕрремĕшĕ пĕр сантиметр çеç пулсан, иккĕмĕшĕн - виççĕ, виççĕмĕшĕпе тăваттăмĕш сийсен вара çур сантиметр. Сывлăш температури калчасем патĕнче пĕр градус сивĕ. Айлăмрах вырăнта çĕрпе пăр хушши сахалтарах, çỹллĕрех тĕлте сывлăш çỹреме аванах вырăн пур.

Ушкăн "Корма" çĕр ĕç фирмине те çитрĕ. Хуçалăхра кĕрхи туллăн виçĕ сортне - "марафон", "эн тайгета", "скиптр" - никĕсе хывнă. Кунта та пĕрчĕллĕ культурăсем аван хĕл каçнине палăртрĕç.

 - Хĕл ларсанах хирте пăрлă сий çĕр çумĕнчен аванах çỹллĕччĕ, çавна май сывлăш çỹремелли вырăн та нумайрахчĕ. Çанталăк пĕрре ăшăтать, тепре сивĕтет, çавна пула юр анса ларчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен калчасем хăйсене йĕркеллех туяççĕ, - терĕ "Россельхозцентр" учрежденин Патăрьелĕнчи филиалĕн агрономĕ Анатолий Майрушкин.

О. БЕЛЬДЕКОВА.

ШУХĂШ

Петр САМАКИН, АПК канашĕн членĕ:

- Кĕрхисем аванах хĕл каçнă. Кăçалхи пек юр çинчи пăрлă сий ытти çулсенче те пулнă. Сывлăш температури ялан пĕр пек тăмасть, пиртен килекен япала мар. Хăрамалли çук тесе шухăшлатăп. Кĕркунне пỹлмесем туласса шанса тăратăп.

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика