Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Шăнкăртамри пĕрремĕш тата Э.Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулсенче ачасемпе çамрăксен Раççей юхăмĕн "Движение первых" пуçламăш организацийĕсене уçрĕç.
Çак ятпа йĕркеленĕ мероприятинче ачасене педагогсем, наставниксем, хăнасем чылай ăшă сăмах сунчĕç. Çитĕнекен ăрăва Патăрьел муниципалитет округĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, республикăри ачасемпе çамрăксен патшалăх обществăлла юхăмĕн регионти пĕрлешĕвĕн канашĕн председателĕ Олеся Илларионова саламларĕç. Малта пулма çăмăл мар, çавах та сумлă. Яланах хастар, çитĕнỹсем тума, вĕренỹре палăрма, ăсталăха ỹстерсе пыма сунчĕç аслисем.
Муниципалитетăн вĕрентỹ учрежденийĕсенче ача-пăчасен ытти организацийĕсем те - çамрăк армеецсен, çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен отрячĕсем, "Орлята России" тата ыттисем те - ĕçре. Çĕнĕ юхăм пурне те пĕрле пĕрлештерет. Унăн членĕсем пур çĕрте те харсăрскерсем. Вĕсенчен ытларахăшĕ республикăра мартăн 20-мĕшĕнче "Шупашкар-Арена" пăр керменĕнче Телейлĕ ачалăх çулталăкне сумлă лару-тăрура уçакан мероприятие хутшăнать.
А. ИВАНОВА
Август 2026 |
