Ашшĕ, амăшĕ, ачи - туслă çемье

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2023, 21:26 Просмотров: 780

Тăван çĕршыв хỹтĕлевçи кунĕ умĕн Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнчи шкул çулне çывхаракан "Звездочки" тата "Непоседы" ушкăнсене çỹрекенскерсем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле "Паттăр" ФСКара хăйсен канăвне йĕркелерĕç. Ашшĕсем волейболла вылярĕç. Ачасемпе амăшĕсем куракансем, çывăх çыннисене хавхалантаракансем пулчĕç. Вăйă пурне те килĕшрĕ. Туслăх çĕнтерчĕ. Ачасем аслисене ташă-юрăпа, сăвă вуласа савăнтарчĕç. Пурте кăмăллă юлчĕç.

Çакнашкал тĕл пулусем çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама пулăшаççех. Ачан ỹсĕмĕнче ашшĕпе амăшĕн тĕслĕхĕ кирлех.

Ачасемпе пĕрле уçăлма тухни, вĕсемпе кăсăк калаçу пуçарни тавралăха сăнама май парать. Çавăн пекех калаçма та ỹркенмелле мар çитĕнекен ăрупа.

М.КИСЕЕВА, И.ПЛЕШКОВА, Е.ПЛОТНИКОВА, воспитательсем

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика