Автомобиль чỹречинчен ывăтнă çỹп-çапшăн - пысăк штраф!

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2023, 23:21 Просмотров: 740

ТЕПĔР чухне пуçтах водительсем ял-хула варринче те автомобиль чỹречине уçса ăпăр-тапăра ывăтса, вĕçтерсе хăвараççĕ. Малашне çул çинче йĕркене пăсакансене видеокамера тĕлне çаклансан çăмăллăх пулмĕ.

2023 çултан РФ административлă Кодексне улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн автомашина кантăкне антарса çỹп-çапа пăрахса хăваракан ахаль çынсен 10-15 пин тенкĕ, должноçрисен 20-30 пин тенкĕ, юридика сăпатĕнчисен вара 30-50 пин тенкĕ штраф тỹлеме тивĕ. Йывăр тиевлĕ автомобиль, юрпа çỹрекен транспорт тата трактор водителĕсен çак йĕркене пăссан айăплав тỹлевĕ тата пысăкрах, 80 пин тенкĕ таранах! Çавăнпа та çул-йĕр правилине, административлă йĕркене çирĕп пăхăнни çынсене çемье бюджетне самаях перекетлеме пулăшĕ. Вăл çеç те мар-ха. Çак саккун тирпей-илеме пăхăнассипе, çут çанталăка сыхлассипе те çыхăннă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика