Пĕчĕк чĕре - юрату палли

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2023, 13:20 Просмотров: 349

ПАЯН православи тĕнне ĕненекенсем çветтуй Валентин кунне паллă тăваççĕ. Вăл священник пулнă. Чиркỹ настоятельне темиçе ĕмĕр каяллах, Рим императорĕ вăхăтĕнчех пăхăнманшăн суд тунă. Каярахпа, февралĕн 14-мĕшĕнче ăна çветтуйсен шутне кĕртнĕ. Ун хыççăн вара юратакансем ăна хăйсен хỹтĕлевçи тесе йышăннă, пĕр-пĕрне юратуллă çырусем панă.

Юлашки çулсенче уйрăмах шкул ачисем, студентсем, çамрăксем, пĕр-пĕрне кăмăллакансем, ырă сунакансем пĕчĕк чĕреллĕ открыткăсем парнелеççĕ. Паянхи кун ăна унчченхи евĕр алăран çеç тыттармаççĕ, социаллă сетьсенче СМС-кăсем вĕçтереççĕ, тĕрлĕрен видеопа пĕр-пĕрне савăнтараççĕ. Кирек мĕнле пулсан та чи пĕлтерĕшли - чун савнисене сăмахпа каласа ăшшăн çупăрлани. Эсир вара юратнă çыннăрсене çапла тума манмарăр-и?

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика