Пултаруллă ачасене тупма пулăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2023, 14:33 Просмотров: 615

Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа ЧР Цифра министерстви ачасемпе çамрăксен "МедиаВзлет" медиапроектсен фестивальне йĕркелет.

Регионсем хушшинчи фестивалĕн тĕллевĕ - пултаруллă ачасене тупса пĕр лапама пĕрлештересси. Конкурса 9-17 çулсенчи ачасем (шкулти медиацентрти редакцисем, хаçатсем, радио тата теле студисем тата ыттисем) хутшăнма пултараççĕ. Заявкăна медиавзлет.рф сайтра çырмалла, медиапроекта ярса памалла. 2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи мартăн 16-мĕшĕччен массăллă информаци хатĕрĕсенче, интернетра, социаллă сетьсенче вырнаçтарнă вырăсла е чăвашла ĕçсене йышăнаççĕ. Экспертсен комиссийĕ чи лайăххисене çак номинацисенче палăртĕ: "Чи лайăх пичет статйи", "Чи лайăх пичет кăларăмĕ", "Чи лайăх лонгрид", "Чи лайăх видеопроект", "Чи лайăх аудиопроект", "Социаллă сетьсенчи чи лайăх медиапроект", "Шкулти чи лайăх медиацентр".

Проектсен çак тематикăпа килĕшсе тăмалла: Раççейри халăхсен культури, йăли-йĕр-ки; паттăр тантăшсем, вĕсен çитĕнĕвĕсем; Раççейри çĕнĕ технологисем; шкул ачисен патриотизмла воспитанийĕ тата общество пурнăçĕ; ачасемпе çамрăксен профориентацийĕ, хушма пĕлỹ; çĕнĕ цифра тап-хăрĕнчи ачасемпе çамрăксем, информаци хăрушсăрлăхĕ тата ачасене интернетра хăйсене тытма вĕрентесси; телейлĕ ачалăх чикки. Чи лайăх проектсен авторĕсем паллă медиаэкспертсен ăсталăх класĕсене хутшăнĕç, диплома тата хаклă парнесене тивĕçĕç. Конкурса ĕçсене мартăн 16-мĕшĕччен йышăнĕç.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика