Февралĕн 2-мĕшĕ. Çак кун 1943 çулта совет çарĕсем Сталинград хулишĕн пынă çапăçусенче нимĕç-фашисчĕсен çарĕсене çапса аркатнă.
Февралĕн 9-мĕшĕ. Çак кун 1904 çулта вырăссен "Варяг" крейсерĕ тата "Кореец" çар карапĕ Сарă тинĕсри Чемульпо бухтинче яппунсен эскадрине хирĕç хаяр çапăçăва кĕнĕ.
Февралĕн 13-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта совет çарĕсем Венгрин тĕп хулине Будапешта ирĕке кăларнă.
Февралĕн 15-мĕшĕ - Тăван çĕршыв тулашĕнче çар тивĕçне пурнăçланă Раççей çыннисене асăнмалли кун.
Февралĕн 16-мĕшĕ. Çак кун 1916 çулта Николай Юденич ертсе пынипе вырăс çарĕсем турккăсен Эрзерум крепоçне илнĕ.
Февралĕн 23-мĕшĕ -Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ. Çак кун 1918 çулта рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ çарне йĕркеленĕ.
Декабрь 2023 |