Патăрьелсен ĕçĕсем курăмлă, тĕллевĕсем те пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2023, 14:29 Просмотров: 573

Патăрьел муниципалитет округĕн территори пайĕсенчи граждансен пухăвĕсем малалла пыраççĕ. Эрнекун "Бизнес-инкубатора" район центрĕнче пурăнакан граждансем çакнашкал пĕтĕмлетĕве пуçтарăнчĕç. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Раськин, муниципалитетăн депутачĕсем, ял старостисем, обществăлла организацисен представителĕсем, ял-йыш хутшăнчĕ.

Пухура Патăрьел территори пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Николай Ялуков 2022 çулта ял халăхĕн хăтлăхĕшĕн, район центрĕн инфратытăмне илемлетессишĕн пурнăçланă ĕçсемпе, малашлăх тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Ыттисемпе танлаштарсан Патăрьел ял çеç мар, муниципалитет округĕн центрĕ те шутланать. Юхмапа Пăла тăрăхĕн тĕкĕрĕ темелле. Çавăнпа та çулсеренех вăл мĕнле аталанса, капăрланса, пуянланса пыни паян пысăк пĕлтерĕшлĕ. Николай Геннадьевич çакна хăйĕн докладĕнче те палăртса хăварчĕ:

- 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Патăрьелĕнче 6428 çын пурăнать. Ял пысăк, ăна 33 урам пĕр чăмăра пĕрлештерет. Кунта 1200 хушма хуçалăх тата 111 нумай хваттерлĕ патшалăх çурчĕ.

2022 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн граждансене пурăнма хăтлăх кỹмелли хушма мерăсем çинчен калакан указĕпе килĕшỹллĕн çуртсен территорийĕсене 10 миллион тенкĕлĕх хăтлăх кỹнĕ. Унсăр пуçне пуçару бюджечĕпе икĕ проекта пурнăçа кĕртнĕ: Çамрăксен урамĕнче 740 метр, Славянская урамра 720 метр çулсене сарнă.

Çуртсене тĕпрен юсас ыйтупа та малалла ĕçлетпĕр. Мичурин урамĕнчи 12-мĕш çурт тăррине республика программипе çĕнетрĕмĕр. Урамсенче энергие перекетлекен 125 лампочка улăштарнă.

2023 çулта пурнăçа кĕртмелли тĕллевсем те пысăк. Вăл шутра малашне те пуçару бюджечĕпе усă курса çулсене çĕнетесшĕн, Патăрьелĕнчи тĕп садикăн çурт тăррине улăштарма планланă, Мир урамĕнче çутă ыйтăвне татса парасшăн тата ытти те.

Ял капăрлăхĕ, коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсене вăхăтра тата кирлĕ пек йĕркелесе пырасси çынсен ăнланулăхĕнчен, вĕсем ЖКХшăн, капиталлă юсавшăн, тĕрлĕрен налука вăхăтра тата тирпейлĕн татăлса пынинчен те чылай килет. Докладçă хăйĕн сăмахĕнче кун пирки те палăртса хăварчĕ. Хальхи вăхăтра коммуналлă çăмăллăхсемшĕн граждансем вăхăтра тỹлеменнипе 1 миллин та 100 пин тенкĕ парăм пуçтарăнса кайнă. Капиталлă юсав фондне вара 11 миллион ытларах та парăм! Çав вăхăтрах пиртен кашнинех хăтлă условисенче пурăнас килет...

Патăрьел территори пайĕнче тĕрлĕрен организаци, предприяти, учреждени, фермер хуçалăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсем тата ыттисем те пур. Çулталăк тăршшĕпе йĕркелесе пынă субботниксемпе акцисене вĕсем кашниех хутшăннă, пĕрлехи вăйпа ял илемĕшĕн тăрăшнă.

 Пухура районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков, Патăрьелĕнчи участок уполномоченнăйĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ильнур Валеев отчетсем турĕç. Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ялуков хăйĕн сăмахĕнче пуçару бюджечĕпе яла тата ытларах хăтлăх кỹме май пуррине каларĕ, ял халăхĕн пĕрлĕхĕпе пурнăçласа пыракан ĕçсемшĕн тав турĕ.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Февраль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 1 2 3

Яндекс.Метрика