Гуманитари пулăшăвĕ çула тухрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2023, 14:27 Просмотров: 571

Чăваш Ен Правительствипе республикăра пурăнакансем ятарлă çар операци пуçланнăранпа кунта çапăçакан салтаксем патне 515 тонна гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Вăл шутра 410 тонна апат-çимĕç, 3 тонна эмел, 75 тонна вăрлăх тата ытти те.

Çак ĕçре республика çыннисем, волонтерсем, обществăлла пĕрлешỹсем тата бизнесăн тỹпи пысăк.

Январĕн 27-мĕшĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне Чăваш Енрен черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ кайрĕ. Çула тухакансене Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ырă çул сунчĕ. Çав ятпа телекĕпер йĕркелерĕç. Унта республикăри ытти муниципалитет округĕн- че пурăнакансем те хутшăнчĕç. Çав шутра Пăлаçипе Юхма Енре пурăнакансем те.

- Паян эпир сирĕнпе хамăр пĕрлĕхе кăтартма тепĕр хут пухăнтăмăр. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллев кашни çынра тăрать. Пирĕн патăртан каякан пулăшу вĕсене хавхалантартăр, çар хастарлăхне ỹстертĕр. Паян 9 автомашина, вĕсен запас пайĕсем, ăшăтмалли кăмакасем, навигаторсем, газпа усă курма май паракан техника, эмелсемпе апат-çимĕç çула тухать. Ку хутĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнчен икĕ автомашина ăсанать. Çĕнтерỹ пирĕнте пулатех,- терĕ Олег Алексеевич.

- "Хамăрăннисене пăрахмастпăр", "Паттăра ăшă" акцисене хутшăнатпăр эпир те. РФ Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн çул-йĕрне ырлатпăр. Çакна Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне яма черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлени, ăна ăсатнă çĕре çынсем хастар хутшăнни уççăн çирĕплетет. Икĕ автомашинăсăр пуçне вырăнта пурăнакансен, предпринимательсен пулăшăвĕпе çапăçу хирĕнче кирлĕ техника хатĕрĕсем пухнă. Алса-чăлха çыхнă. Ăшă тумтир туяннă тата ытти те. Ентешсене çапăçу хирĕнчен çĕнтерỹпе, сывă таврăнасса кĕтетпĕр,- терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

Шăнкăртам территори пайĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлеме хутшăннă кашни çынна тав турĕ. Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă вăйсен Патăрьел районĕнчи канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков, Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ферид Чабатов, Шăнкăртам ялĕнчи воин интернационалистсен ветеранĕсен обществăлла организацийĕн преседателĕ К.Абейдуллов, Чăваш Республикинчи мăсăльман тĕн управленийĕн муфтийĕн пĕрремĕш çумĕ Ильяз Сафиянов, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ачисен ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕ, Гузелия Яфизова, Мансур Феткуллов, Ринас Валиуллин тата ыттисем тухса каларĕç. Халăхпа çар пĕрлĕхре пулнине çирĕплетет çакă. Вĕсем пирĕн ăшша туйччăр.

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем патриотла юрăсем юрларĕç. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуç хунисене асра тытса пĕр самант шăп тăчĕç.

Çанталăкĕ сивех мар пулин те вичкĕн çил касрĕ. Çакă çамрăк армеецсен чунне çỹçентермерĕ. Пулас салтаксене пиччĕшĕсен, ашшĕсен, аслашшĕсен паттăрлăхĕ хавхалантарчĕ. Çумăр çусан та, çил-тăман тустарсан та вĕсем алăран автомат ямаççĕ-çке, çĕнтерĕве çывхартма тăрăшаççĕ.

"Никам та паттăр пулса çуралмасть. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан кашни çамрăк паттăр вырăнĕнче. Эпир вĕсене çĕнтерỹпе ырă-сывă тăван ене таврăнасса куç пек кĕтетпĕр", - терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕ, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Гельсирен Абейдуллова.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен каякан автомашинăсемпе гуманитари пулăшăвĕ тиенĕ пысăк фура республикăри автоколоннăпа çула тухрĕ. Ырă çул.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Февраль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 1 2 3

Яндекс.Метрика