Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2023, 16:25 Просмотров: 569

Виçĕ автоклуб туянĕç

«Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕршывра автоклубсене аталантараççĕ. Ăна туянмалли конкурса хутшăнса пирĕн республикăри виçĕ муниципалитет округĕ çĕнтернĕ. Çав йышра — Çĕрпÿ муниципалитет округĕ, Элĕк муниципалитет округĕ, Çĕмĕрле муниципалитет округĕ.

Ытларах хĕрарăмсем ячĕсене улăштараççĕ

2022 çулта Чăваш Енре 639 çын ятне, хушаматне е ашшĕн ятне улăштарнă. Ку, виçĕмçулхипе танлаштарсан, 17,2 процент ытларах. Кун пирки ЧР Юстици ĕçĕсен патшалăх служби пĕлтерет. Ятне улăштарнисен йышĕнче ытларах хĕрарăмсем. Чылай чухне вĕсем хушаматне улăштараççĕ: качча кайнă чухне хĕр чухнехине хăварнă та халĕ упăшкинне илнĕ. Пĕлтĕр хушаматне 553 çын улăштарнă. 15 çын вара ятне, хушаматне тата ашшĕн ятне урăхла çыртарнă. 508 хĕрарăм ятне улăштарнă. Унашкал ятсен йышĕнче _ Доминика, Мирра, Альяна, Арослан, Кассиопея, Апрель. Пĕлтĕр 131 арçын ятне улăштарнă.

Инвестици хывас тесе укçасăр юлнă

 Банкра ĕçлекен бухгалтер газ компанине инвестици хывас тесе укçасăр тăрса юлнă. ШĔМ пĕлтернĕ тăрăх, вăл ултавçăсене 1,5 миллион тенке яхăн куçарса панă. 48 çулти хĕрарăм пĕлтерĕве тĕнче тетелĕнче курнă. Декабрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 3-мĕшĕччен тĕрлĕ счет çине 1,5 миллион тенке яхăн куçарнă. Хĕрарăм ултавçăсен аллине лекнине ăнлансан полицие пынă.

Комплекссем хута кайĕç

Муркаш, Канаш тата Патăрьел округĕсенче çÿп-çапа пуçтарса уйăракан комплекссем хута каймалла. Кун пирки Чăваш Ен çут çанталăк министерстви тата «Экосфера-Ч» пĕрлешÿ концесси килĕшĕвне алă пуснă. Виçĕ комплекса çĕклени республикăри пĕтĕм каяша сортлама май парать. Ку ĕçе Чăваш Енре 2030 çулта мар, 2026 çултах вĕçлĕç. Уйăрнă çÿп-çапа предприятисем çĕнĕ продукци кăларма усă курĕç. Унăн хакĕ йÿнĕрех пулĕ, çапах та пахалăхĕ нимрен те уйрăлмĕ. Çĕр лаптăкĕсене палăртнă. Кашни объектăн  30 пин тоннăпа танлашать. Вĕсем сахалтан 25 çул ĕçлемелле.

Почтальонсем пулăшма хатĕр

Чăваш Ен почтальонĕсем клиентсене йăлари ыйтусене татса пама пулăшĕç. Вĕсем ватă çынсемпе килтен тухса çÿреймен инвалидсене лавккаран кирлĕ тавар е апат-çимĕç кÿрсе пама, счетчиксен кăтартăвĕсене çырса квитанци хатĕрлеме, вутă сутаканпа çыхăнма тата ытти çăмăллăхпа пулăшĕç. Клиент почтăпа килĕшÿ туса хăйне кирлĕ çăмăллăха суйласа илме пултарать. Çăмăллăхсен списокĕпе почта уйрăмĕнче паллашма май пур.

Пĕрремĕш  арçын ача çуралнă

Çĕнĕ çул каçхине республикăра пĕр ача кăна çуралнă. Кун пирки Хулари 1-мĕш клиника больници пĕлтерет. Пепке çур çĕр иртни 1 сехетре кун çути курнă. Вăл _ арçын ача, çÿлерех асăннă больницăра çуралнă. Кăçалхи иккĕмĕш ача Çĕнĕ Шупашкарта ирхи 9 сехет те 34 минутра çуралнă. Вăл та арçын ача. Кăçал пĕрремĕш хĕрача 13 сехет те 57 минутра Президент пепкелĕх центрĕнче кун çути курнă.

А. Иванов хатĕрленĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика