Газ пăрăхĕ сирпĕннĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.12.2022, 13:25 Просмотров: 336

Декабрĕн 20-мĕшĕнче 13 сехет те 44 минутра Уренгой-Помары-Ужгород газопроводăн Вăрнар районĕнчи Шăхаль ялĕ çумĕнчен иртекен пăрăхне юсанă вăхăтра вăл хыпса илнĕ.

Пушара сỹнтернĕ, газ пăрăхĕ хăрушлăх кăларса тăратмасть. Шел, вут-кăварта виçĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, пĕри сусăрланнă. Вĕсен çемйисемпе психологсем ĕçлеççĕ. Власть органĕсем те, газ пăрăхĕпе усă куракан организаци те пулăшу кỹрĕç.

Инкеке пула сиксе тухнă чăрмавсене виçĕ талăкра йĕркене кĕртме палăртнă. "Пирĕн тĕп тĕллев - кĕске вăхăтра юсав ĕçĕсем ирттерсе çак газопровода йĕркеллĕ ĕçлеттерсе ярасси", - тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика