Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 06.12.2022, 08:47 Просмотров: 809

Спорт мастерĕ, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Фаина Владимировна Краснова (07.12.1957) 65 çул каялла Тикешре çуралнă.

Ф.Краснова Волгоградри патшалăх физкультура институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Республикăри пĕрремĕш клиника больницинче сиплев физкультурин инструктор-методисчĕ пулса ĕçлеме пикеннĕ. Марафон чупас енĕпе РСФСРти Халăхсен 8-мĕш спартакиадин призерĕ (1983 çул), 5 çухрăма чупассипе Раççейре тăватă хутчен призер (1979-1985), тăватă хутчен чемпионка (1979-1985) пулнă, СССР кубокне (1979, 1980, 1983 çулсем) çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех вăтам тата инçе дистанцисене чупассипе нумай хутчен Раççей, Чăваш Ен чемпионки ячĕсене тивĕçнĕ. Румыни, Югослави, Чехословаки, США тата ытти çĕршывсенче иртнĕ тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăннă. Ултă çул çĕршывăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче пулнă.

Фаина Владимировна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт патшалăх комитечĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика