Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствинче сумлă мероприяти иртрĕ. Служба ĕçĕнче палăрнă сотрудниксене ведомство наградипе чыслассипе çыхăннă уяврах тĕрлĕрен номинаципе конкурсра палăрнисене те саламларĕç.
Çăмăл мар службăра палăрнă полицейскисене, çавăн пекех йĕрке хуралĕн темипе тĕрлĕрен конкурсра çĕнтернисене Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ Виктор Шметков, Чăваш Республикин шалти ĕçсен тата шалти çарсен ветеранĕсен Канашĕн председателĕ, отставкăри генерал-майор Михаил Кисилев, Чăваш Республикин патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, ЧР ШĔМĕ çумĕнчи Общество Канашĕн председателĕ Валерий Андреев, право хуралĕн ытти ертỹçисем саламларĕç.
Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи Общество канашĕ "Полици тата общество" номинаципе конкурс ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна вун пĕрмĕш хут пĕтĕмлетрĕç. Сасăлава общество пурнăçĕнче йĕрке хуралĕн сотрудникĕсене пулăшса ырă ĕç тăвакансене, служба ĕçĕнчи кăтартуллă полици ĕçченĕсемпе пĕрлех полицин, участокри уполномоченнăйсен, халăх дружинникĕсен, çул-йĕр инспекторĕсен ĕçĕ-хĕлне тата ыттине те хаçат страницинче тăтăшах çырса тăракан журналистсене те кĕртнĕ. Патăрьел районĕнчи "Авангард" хаçатра обществăпа политика пурнăçне çутатакан Альбина Егорова редактор "МИХ хатĕрĕнче шалти ĕçсен органĕсен ĕçне çутатнăшăн" номинаципе Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствипе Общество канашĕн дипломне, ЧР ШĔМĕ çумĕнчи Общество канашĕн Хисеп паллине тата парнене тивĕçнĕ. Журналист район хаçатĕнче право сыхлавĕн тематикипе 30 çул ытла тимлет. Вăл терроризм, экстремизм, право хуралĕн, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе пĕрре мар республика конкурсĕн çĕнтерỹçи пулнă.
Полици кунĕпе йĕркеленĕ уявра шалти ĕçсен министерствин тата Общество канашĕн дипломĕсемпе парнисене тĕрлĕ номинаципе шкулта вĕренекен çамрăк ачасем те тивĕçрĕç. Çĕнтерỹçĕсем хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта иккĕмĕш класра вĕренекен Елизавета Каргина та пур. Лиза "Манăн атте-анне полицинче ĕçлет" темăпа РФ ШĔМĕн системинче малтанхи следстви органне туса хунăранпа 60 çул çитнине халалланă сăн ỹкерчĕксен конкурсне хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Вăл амăшĕн служба ĕçĕнчи самантне сăнласа кăтартнă. Алена Каргина полици майорĕ, паянхи кун РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревкий" уйрăмĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай начальникĕнче тăрăшать. Полици сотрудникĕ çăмăл мар службăра 18 çул тимлет, маларах районта ведомствăна пăхăнман хуралта нумай çул ĕçленĕ.
А. НИКОЛАЕВА.
Август 2026 |
