Кĕрхи çанталăкра çулленех грипп сарăлать. Мĕнле палăрать-ха чир? Ỹт температури сасартăк ỹссе каять, ỹслĕк, сунас пуçланать, пуç, ỹт тĕртĕмĕ ыратать, мышцăсем сураççĕ, сывлав хăвăртланать, коньюктивит амаланать, куç шăрçи урăхланать, куççуль юхать, вăй чакать, пыр хĕртет, кăкăр хĕсет. Хăшĕ-пĕрин вар-хырăмĕ пăсăлать.
Сезон вăхăтĕнче грипп 5-7 кунран йывăр чире куçма пултарать. Вĕсен шутĕнче - вируслă пневмони, пациент сывлăш пỹлĕннипе аптранă чухне искусствăлла майпа вентиляцилеме тивет.
Чир ан ертĕр тесен вара маларах прививка тутармалла. Паянхи куна пирĕн района 18800 вакцина илсе килнĕ. Вĕсенчен 11427не тунă та ĕнтĕ. Çав шутра 3270 ачана. Уйрăмах вăраха кайнă чирпе чирлекенсен прививка тутарассинчен пăрăнма тăрăшмалла мар. Вĕрентекенсен, медицина ĕçченĕсен, студентсен, тивĕçтерỹ, транспорт сферисенче ĕçлекенсен прививка тутармаллах. Ачасене те 6 уйăхран пуçласах вакцина яратпăр.
Пĕрлех коронавирусран та прививка тутарма ан манăр.
Ф. ХАФИЗОВА, районти тĕп больницăн поликлиника заведующийĕ
Август 2026 |
