НОЯБРĔН 7-11-мĕшĕсенче республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та "Быт-семья" операци иртрĕ. Çак яваплă тапхăрта район полицийĕн çул çитмен ачасемпе тимлекен пайри инспекторĕсемпе полици сотрудникĕсем, ытти субъект представителĕсем йывăртарах условинче пурăнакан çемьесенче пулчĕç, ашшĕ-амăшĕпе калаçу ирттерчĕç, ачасен пурнăç условийĕсемпе кăсăкланчĕç тата ытти те.
Август 2026 |
