Комсомол ертỹçисене - юбилей медалĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.11.2022, 09:42 Просмотров: 951

ОКТЯБРĔН 29-мĕшĕнче çĕршыв историйĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă комсомол организацийĕ пуçланса кайни 104 çул тултарчĕ. Çак ятпа тĕрлĕ çулта районти çамрăксен пĕрлĕхне ертсе пынă ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарьне Борис Кузнецова тата иккĕмĕш секретарьне Юрий Майрина "Патăрьел районне - 95 çул" юбилей медалĕпе саламланă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче комсомолăн "штурвалне" тĕрлĕ çулта чылай паллă ентеш тытса пынă. Вăл шутра Патăрьел ял Совечĕн председателĕ Василий Краснов, философи наукисен докторĕ, профессор, чăваш юррисене илемлĕн шăрантаракан Владимир Чекушкин, ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн лидерĕсенчен пĕри, экономика наукисен кандидачĕ Валерий Шакин, СССР журналисчĕсен союзĕн членĕ, Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Илья Иванов журналист, Чăваш Республикинчи кинематографистсен правленийĕн председателĕ Олег Цыпленков тата ыттисем те çамрăк ăру хастарлăхĕшĕн чылай тăрăшнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика