Хăрнисене каснă, çĕнĕ хунавсем те лартнă

Категория: Публикации Опубликовано: 28.10.2022, 14:26 Просмотров: 198

КĔРКУННЕ хăйĕн пуянлăхĕпе савăнтарнисĕр пуçне сивĕсем пуçланиччен хăш-пĕр ĕçе вăхăтра пурнăçлама та хистет. Маларах лартнă йывăçсене пăхса тухса хăрнисене, тымар ярайманнисене çĕннипе улăштарасси те çулталăкăн çак тапхăрĕпех çыхăннă. Çакна шута илсе тата Раççейри "Вăрмана упраса хăварар" акцие хутшăнса Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕпе культура, вулавăш ĕçченĕсем субботника тухнă. Пĕрлехи вăйпа кану вырăнне ытти йывăçпа пĕрлех çимĕç паракан пан улми, груша, хура пилеш хунавĕсене те лартса хăварнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика