Çыхăну отраслĕн ветеранĕсене чысланă

Категория: Публикации Опубликовано: 25.10.2022, 15:44 Просмотров: 294

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ĕç паттăрĕсене, общество хастарĕсене "Патăрьел районне - 95 çул" юбилей медалĕпе саламласси малалла пырать. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çакнашкал медальпе çыхăну отраслĕн ветеранĕсене - Галина Самакинăпа Мария Фоминана - чысланă, пĕр тăван аппăшĕпе йăмăкне нумай çул çак сферăра ĕçлесе ырă тĕслĕх кăтартнăшăн тав тунă. Вĕсем иккĕшĕ те "Раççей федерацийĕн çыхăну маçтăрĕсем" хисеплĕ ята тивĕçнĕ, ытти сумлă награда та пур.

Галина Васильевна Патăрьел почта çыхăнăвĕнче тĕп экономистра 34 çул, Мария Васильевнана районти ЛТЦ-12 предприятире 38 çул инженерта тăрăшнă.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика