Роберт Николаевич Морозов, наука кандидачĕ, инçетри Якутире ĕçлесе пурăнаканскер, çу çитсен тăван ялне килет. Чылайччен канать кунта вăл. Кăçал та çаплах.
Каялла каяс умĕн хăйĕн патне икĕ тусне йыхравларĕ. Пĕрле пĕр институт пĕтернĕ вĕсем, пĕр общежитире пĕр пỹлĕмре пурăннă, виççĕшĕ те наука кандидачĕсем пулса тăнă. Иккĕшĕ кунтах, Куславкка тăрăхĕнчех пурăнаççĕ.
- Килĕр, килĕр, мунча хутатпăр, сивĕ сăра ĕçетпĕр, çамрăклăха аса илетпĕр! - шăнкăравларĕ вăл вĕсем патне.
Лешсем хаваспах килĕшрĕç.
Роберт Николаевич тăван килĕнчи мунчана питĕ чипер туса пĕтернĕ иккен. Таврипех хитре хăма çапнă, хальхилли йывăç сĕтел-пукан лартса тухнă. Тĕл пулнă ятпа пĕрер черкке ĕçме ĕлкĕрчĕç кăна, мунча пирки кăсăкланчĕç хăнасем.
- Çунать-и унта санăн? - ыйтрĕç вĕсем.
- Мĕнле çунмасть, çунать! - терĕкил хуçи, çавăнтах мунчана чăмрĕ.
- Çунмасть! - тухрĕ вăл каялла, мунчана кĕрес çĕрте вырнаçнă пысăк пỹлĕме.
- Кунта методологи кирлĕ! - терĕ пĕри, пысăк хура сухалли, Белов хушаматли, ăслă куçĕсемпе пурин çине пăхса.- Пĕлетĕр-и мĕн вăл методологи? Методология это - теория оптимальной деятельности! Килĕшетĕр-и?
- Паллах, паллах, методологисĕр пурнăçри пĕр ыйтăва та татса параймастăн, - килĕшрĕ Роберт Николаевич. - Малтан методологине тупмалла, вара ĕç хăвăрт пулать. Тепĕрле каласан, кĕскерех çул шырамалла... Анчах та манăн тĕрĕсрех определени. Методология это - учение о методах, способах и стратегиях исследования предмета!
- Манăн методологи çапла, - терĕ Чернов кандидат. - Супăне терка витĕр вĕтетмелле, ун çине бензин тăкмалла. Вара вăл сăмала пулса тăрать. Мунча кăмакине хурсан вутă туххăмрах чĕрĕлсе каять.
- Апла мар, - терĕ Беловĕ. - Литр çурлă икĕ сăра кĕленчине кăшт сăрапа чĕртсе ямалла. Реактивлă двигатель ĕçленĕ йĕркепе ĕçлесе каять кăмака.
- Çук, юрамасть, - килĕшмерĕ Чернов. - Сăра бутылки - полиэтилентерефталат. Вăл çуннă чухне диоксин тухать. Диоксин - пысăк яд! Юрать-и вара наркăмăшлă мунчара çăвăнма?
Тата нумайччен тавлашрĕç виçĕ наука кандидачĕ. Хĕрсе калаçнă вăхăтра сисмен те, мунчаран Роберт Николаевичăн кỹрши тухать.
- Мĕн туса çỹретĕн эсĕ? - ыйтрĕç унран.
- Пахчаран итлесе тăтăм та сире, шел пулса кайрĕ. Авă, хурăн хуппи илсе килтĕм те чĕртсе ятăм сирĕн кăмакуна. Лешĕ килкартине тухсан наука ăсчахĕсем сăмахĕсене малалла тăсрĕç.
- Çапла, çапла, - терĕç вĕсем.
- Хурăн хуппипе кăмака чĕртесси те - методологи.
Халĕ вĕсем çак методологине этемлĕх миçе ĕмĕр каялла шыраса тупни тавра тавлашрĕç...
Август 2026 |
