Пушар чĕртсе янипе çыхăннă е çук-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 14.10.2022, 17:48 Просмотров: 588

 Ăна экспертсем палăртĕç ТЕМИÇЕ кун каялла каçхине 18 сехет çитеспе Патăрьел çывăхĕнчи çĕр лаптăкĕнче уйрăм хуçан çаврака тĕркепе хатĕрленĕ улăм купи сасартăк çунма пикеннĕ. Районти пушарпа кĕрешекенсене çак инкек пирки куракансем пĕлтернĕ, "01" служба ĕçченĕсем пушар тухнă вырăна хăвăрт çитнĕ пулин те 25 тоннăна яхăн улăм çунса кĕлленнĕ. 150 тĕркине вара çăлса хăварнă.

Ку ыйтупа халĕ специалистсем ĕçлеççĕ, çывăх вăхăтра унăн сăлтавне уçăмлатĕç. Районта 51 пушара шута илнĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтра 41 пулнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика