Видеокамера пиçиххипе çыхăнманнине те асăрхĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.09.2022, 13:13 Просмотров: 221

АВТОМАШИНĂПА пынă чухне хăрушсăрлăх пиçиххине çыхмалли пирки çул-йĕр инспекторĕсем асăрхаттарсах тăраççĕ. Малашне ку енĕпе йĕрке тата та çирĕпрех пулĕ. Çул хĕрринчи çĕнĕ йышши видеокамера çакна асăрхаса çырса илме пултарать. Районти патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсем çывăх вăхăтра çакнашкал çĕнĕлĕх вăя кĕрессине асăрхаттараççĕ. Хăватлă камерăсене тĕп хуламăрти хăш-пĕр урамсене вырнаçтарма та ĕлкĕрнĕ-мĕн. Çавăн пекех "виççĕмĕш куçсем" руль умĕнче ларса пыракан водитель телефонпа калаçнине те çыртарса илме пултараççĕ. Çула тухакан водителĕн руль умĕнче пынă чухне ытти ĕçпе тимлĕхе çухатма юрамасть.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика