Ăста парикмахер - чăн-чăн искусство çынни!

Категория: Публикации Опубликовано: 16.09.2022, 11:06 Просмотров: 496

 ПУРНĂÇ çĕнелсе, ырăлăх çумне ырăлăх хушăнса, культура шайĕ ỹссе пынă май парикмахерсем йышланса, илемлĕх пỹлĕмĕсем хушăнсах пыраççĕ. Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнче çеç парикмахерсен 20 ытла салонĕ çамрăксене те, ваттисене те йышăнма хатĕр. Паян хăйсен ĕçне чунтан парăнса професси ăсталăхне ỹстерсе пыракан специалистсене чăн-чăн искусство çынни теме пулать. Вĕсем хушшинче хĕрарăмсем çеç те мар. Акă, Виталий Калькин парикмахер алла хачăпа расческа тытни 30 çул ытла! Альбина Емильева та юратнă ĕçĕнче нумай çул тăрăшса ят-хисеп çĕнсе илнĕ. Ăста парикмахерсене Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов професси уявĕпе саламласа "Патăрьел районне - 95 çул" медальпе чыслани те çакна тепĕр хут çирĕплетет.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика