Операци хыççăн пĕтĕмлетỹ тумалли çителĕклĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.09.2022, 10:42 Просмотров: 523

 ÇĔНĔ вĕренỹ çулĕн пĕрремĕш вунă кунĕ хыçа юлчĕ. Çуллахи каникул хыççăн ачасене çирĕп йĕркене хăнăхтарас, çуран çỹрекенсене, водительсене çул-йĕр правилине пăсасран, инкек-синкекрен асăрхаттарас тĕллепе "Асăрханăр - ачасем" операци иртрĕ. Вăл августăн 25-мĕшĕнче пуçланса сентябрĕн 9-мĕшĕччен пычĕ. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД начальникĕ Алексей Мальцев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, операци вăхăтĕнче çул-йĕр саккунне пăхăнман тĕслĕхсем кашни кунах пулнă. Инспекторсем рейд вăхăтĕнче водительсем ачасене ятарлă креслосăр лартса тухнăшăн административлă 20 протокол çырнă, виçшер пин тенкĕ штраф панă. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕпе ачисем çул урлă палăртман вырăнтан каçнă тĕслĕхсем те пулнă. Çак сăлтавпа пилĕк çынна саккунпа айăпланă, 500-шер тенкĕ штраф тỹлеттернĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика