Уйра кантăр ӱстернĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.09.2022, 13:33 Просмотров: 658

Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын Ҫӗрпӳ районӗнчи никам пӑхса тӑман уйра кантӑр ҫитӗнтернӗ. Полицейскисем 400 ытла тӗмӗ тупса палӑртнӑ. Августăн 26-мӗшӗнче ҪҪХПИ инспекторӗсем наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен ӗҫченсемпе пӗрле вӑрмантан А-151 ҫул ҫине тухакан машинӑна чарнӑ. Салонра ӳсен-тӑран тупнӑ. 54-ри водитель тата 37 ҫулти пассажир медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, куншӑн иккӗшне те 3 талӑклӑха арестленӗ. Водителӗн правине туртса илме, пысӑк штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.Кайран йӗрке хуралҫисем пушӑ уйра кантӑр ӳснине асӑрханӑ. Пӗтӗмпе – 120 тӑваткал метр. Арҫынсен тӗлӗшпе уголовлă ӗҫ пуҫарнӑ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика