Икĕ çемьере пиллĕкмĕш пепкене алла илнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2022, 11:32 Просмотров: 778

РАЙОН администрацийĕн ЗАГС пайĕнче август уйăхĕнче 22 ачана ят хурса çуралнине ĕнентерекен свидетельствăсем панă. Кун çути курнисенчен ытларахăшĕ чиперккесем. Пилĕк мăшăр пĕрремĕш хут "çĕнĕ кайăка" алла илнĕ, саккăрăшĕ иккĕмĕш хут çемьене йыш хутшăннă ятпа савăннă, ултă çемьене виççĕмĕш, пĕрне тăваттăмĕш ача çуралнă ятпа саламланă. Иртнĕ уйăхрах телейлĕ икĕ мăшăра пиллĕкмĕш хут атте-анне пулнă ятпа ырă суннă.

Августра 36 çын вилнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 20 тĕслĕх сахалтарах.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика