Паттăрăн ячĕ асрах

Категория: Публикации Опубликовано: 29.08.2022, 08:55 Просмотров: 181

 Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов Украина территорийĕнче ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Александр Микка амăшĕпе Вера Петровнăпа тата тăванĕсемпе тĕл пулнă.

Рудольф Васильевич вĕсен çывăх çынни вилнишĕн хурланнине, вăл çĕршыва нацизмпа фашистсенчен хỹтĕлесе паттăрла пуç хунине, халăх ун ятне асра тытнине каланă, Александр Миккана тивĕçекен Паттăрлăх орденне (вилнĕ хыççăн) панă.

Тĕл пулăва çавăн пекех Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Краснов, Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Чернов та хутшăннă. Вĕсем Александрăн çывăх çыннисене Тăван çĕршывăн хастар хỹтĕлевçине çитĕнтернĕшĕн тав тунă.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика