-Илĕр-ха, тархасшăн илĕр! - терĕ 8 çулалли арçын ача иртсе пыракан çынсене аллинчи кушак çурине сĕннĕ май. Лавккаран тухакан хĕрарăм вĕсем çине пăхса илчĕ те кирлĕ маррине пĕлтерсе пуçне сулларĕ.
- Вăл лайăх, - терĕ те арçын ача çăмламас çăмхана хăйĕн çумне пăчăртарĕ. Кушак çури сас пачĕ. Çакна илтнĕ арçын çаврăнса пăхрĕ, ача хăвăртрах кушак çурине ун енне тăсрĕ.
- Вăл питĕ ачаш, вăл сире халь шăпах кирлĕ, - терĕ. Арçын аллипе сулчĕ те пăрăнса утрĕ.
- Ку санăн-и? - тесе такам ыйтрĕ. Ун хыçĕнче икĕ çивĕтлĕ хĕр ача тăрать иккен.
- Манăн, анчах та ăна памалла. Хуçа ăна кирлĕ.
- Мĕнле хитрескер! - терĕ те хĕр ача кушак çурине ачашлама пикенчĕ. Çав вăхăтра таçтан пĕр хĕрарăм тупăнчĕ.
- Ан тыт ăна! - терĕте ачине хăй енне туртса илчĕ.
- Анне, манăн ăна хамăн пултарас килет. Вăл манăн. Мана питĕкирлĕ ку кушак çури.
- Кирлĕ мар, - терĕ те амăшĕ йĕрекен хĕрне илсе кайрĕ.
Кушак çури арçын ачана куçĕнчен пăхрĕ те:
- Итле-ха, хăвар эс мана хăвна, - терĕ.
- Пултараймастăп çав. Пирĕн, пирĕштисен, ТЕЛЕЕ хамăрта хăварма юрамасть. Эпир ăна валеçетпĕр.
- Апла пулсан эпĕ - телей? Эс мана хуть кама та пама пултаратăн?
- Эсĕ кама ытларах кирлĕ, çавсене сĕнетĕп сана. Çынсем çакна ăнланмаççĕ, çавăнпах хирĕçлеççĕ.
- Эп çынсене кирлĕ мар вĕт-ха, эпĕ кушак çури кăна...
- Лавккаран тухакан хĕрарăм çемье телейне хирĕçлерĕ. Вăл илнĕ пулсан çулпа пынă чухне сана килне çити йăтса çитерсе пама хатĕр арçынна тĕл пулатчĕ, каярах вĕсем мăшăрланатчĕç. Арçынна эсĕ хĕрĕпе пĕр сăмах тупма пулăшнă пулăттăн. Иккĕшĕ пĕрле сана пăхатчĕç, çапла майпа вĕсем хушшинчи ăнланманлăх майĕпен пĕтсе пыратчĕ. – Хĕр ачана вара эпĕ кирлĕччĕ, анчах амăшĕ хирĕçлерĕ.
- Хĕр ачана та кирлĕччĕ çав. Енчен ăна илтернĕ пулсан вăл сана пăхнă май тимлĕх уйăрма тата чăтăмлăха хăнăхатчĕ. Çулталăкран унăн шăллĕ çут тĕнчене килмелле, шăпах çавăн чухне вăл амăшне те пысăк пулăшу пама пултаратчĕ. Ку телей - пĕр-пĕрне пулăшасси тата тимлĕх уйăрасси.
- Вĕсем халь хăйсен телейне хирĕçлерĕç пулать апла... Телейсĕр мĕнле-ха?
- Эпĕ тепĕр хут сĕнсе пăхатăп, анчах каярах тата урăхларах мелпе. Пирĕн ĕçĕ çапла - телей сĕнмелле. Çынсем вара ăна илессипе илес маррине хăйсем суйлаççĕ. Кушак çури ассăн сывларĕ те куçне хупрĕ. Текех нимрен те хăрамарĕ. Вăл - такамăн телейĕ!
Вырăсларан О. ПАВЛОВА куçарнă.
Август 2026 |
