Вĕсен паттăрлăхне  вăхăт хуплаймĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.08.2022, 08:37 Просмотров: 172

малалли

Сергеева Анна Леонтьевна:

Çул тунă. Эпир кĕреçепе чавса наçилккипе çÿле хăпартнă. Ĕçе тухсан тырра çурлапа вырнă. Эпир хĕвел тухсан ĕçлеме кайнă. Хĕвел ансан килнĕ. Тăпачăпа çапнă. Алăпа сăвăрнă. Унтан кÿртнĕ. Улма кăлармалла пулсан сухапуçпе кăларнă. Ĕç пĕтсен вăрмана кайнă. Вăрман каснă. Лашапа, вăкăрпа турттарнă. Утă çулнă вырăннех капан тунă, хĕлле ăна кÿнĕ. Колхоз вăрманне каяттăмăр. Упамса урлах каçса каяттăмăр. Арапуç столовăйне леçеттĕмĕр. Окопсем чавнă. Улатăр Сăр шывĕ тата вăрман патнелле окопсем чавнă. Хĕрарăмсем кĕнчеле арланă, тĕртнĕ.

Çăл Атăкпа Çĕньял ялĕсенчен те чылайăн хутшăннă унта. Акă Çăл Атăкри Чурбанова Елизавета Ивановна асаилĕвĕ: «Окоп чавма Сăр хĕрне кайрăмăр, кубран юлман пĕрре те. Хусан чукун çулне тума кайнă. Носилкăсемпе тăпра сĕт.реттĕмĕр. Хĕрарăмсем пыратчĕç-пыратчĕç те урисем шăнса кÿтнипе кукленсе ларатчĕç. Кунтан кайсан барак турăмăр. 100 çын валли унтах çăкăр пĕçеретчĕç тата мунча тунăччĕ. Кунĕпе ĕçлесе шăннă чăлха-çăпатана  типме çакаттăмăр та кăмака çумне, хăшĕ-пĕрин çунсах каятчĕç. Тертленнĕ ĕнтĕ» [2. с. 259-260].

Вăрçă çулĕсенче Аслă Чеменсемпе Тури Чакăсем Первомайски районне кĕнĕ. Ылханлă Гитлер эшкерĕ тăван çĕре ан таптатăр тесе Сăр хĕррипе хÿтĕлев йĕрĕсем чавнă çĕре икĕ ялтан  100 ытла çын хутшăннă. А.Г. Сюзюкин учитель-историк  çак икĕ ялтан хÿтĕлев обьекчĕсене тума хутшăннисен списокне те йĕркеленĕ? Вёл тăрăшнипех 2020 çулта  «Вăрçă çулĕсем тухмаççĕ асăмран» [3] кĕнеке те кăларнă. Аслă Чеменпе Тури Чакă ялĕсенчи  тыл ветеранĕсен аса илĕв.сем вырăн тупнă унта. «Ку кĕнекене вăрçă паттăрĕсене – салтаксене мар, тыл ĕçченĕсемпе ветеранĕсене халаллатăп. Вĕсем хĕç-пăшалпа мар – пĕр канми, вăй-хăватне шеллемесĕр, Тăван çĕршыва ĕçпе пулăшса çĕнтерĕве çывхартнă», - тенĕ кĕнеке умсăмахĕнче. Хÿтĕлев йĕрне тума хутшăннă Аслă Чеменсемпе Тури Чакăсен аса илĕвĕсене илсе пăхар тата. Акă еплерех аса илнĕ Бахмисова Донна Александровна хёй Сăр хĕрринче ĕçленĕ самантсене: «Юпа уйăхĕнче 1941  çулта пире кам ĕçлеме пултаракансене Сăр хĕррине окопсем чавма илсе кайрĕç. Кунта эпир 2 эрне пĕр ялта ĕçлесе пурăннă хыççăн вăрманта хĕл каçма х\ш.сем туса хатĕрлерĕмĕр. Кунта хĕлĕпе ĕçлесен пире киле ячĕç».

Мордвинова (Матросова) Евдокия Александровна Сурмайдан патĕнче окоп чавнă. Пĕррехинче Евдокия Александровна çырма урлă каçнă чухне шыва  кайса шăнса пăсăлнă. Больницăран тухсан татах окоп чавнă çĕре таврăннă. «Нимĕçсем кунталла çитсен танксем ан каçайччăр тесе чавтаратчĕç пире», – каласа панă  Евдокия Александровна.

Никитина Серафима Васильевна Кладбищи ятлă ял патĕнче ĕçленĕ. «Унта каяс мар тесе эп пытанса та ларнăччĕ, анчах ман вырăна аттене илсе каясса пĕлсен хамах кайма килĕшрĕм. Унта чăрăш лăссисем çинче выртса пурăннă. Пуç айне кутамкка хунă. Вăл çул сивĕччĕ, çапах та пыйтăсем чылай пысăккисемех пурччĕ. Малтан çывратăн, унтан пыйтăсем йăшăлтатма пуçласан вăранатăн та çыврасси те иртсе каять вара çапла. Киле килсен вара пуçа пÿртре тураман, урама тухнă. Мĕншĕн тесен килти çынсене пыйтă ерме пултарнă. Пĕррехинче апат çирĕмĕр те кăвайт çумнерех ăшăнма выртрăмăр. Ман урари çăпата çунма пуçланипе вăранса кайрăм. Кутамккара тепĕр мăшăр пурччĕ те ăна сыртăм вара».

Шăн çĕре чавма çамрăк хĕрачасемшĕн мĕн тери йывёр пулни Фролова Елена Петровна каланинче те курăнать: «Çĕр пÿртсенче пурăннă. Чирлекенсем нумайăн пулнă. Сивĕ вăхăтсенче те вут чĕрттермен. Çар çыннисем чĕртнĕ вутта тапса сирпĕтнĕ. «Военное время!» – тесе кăшкăрнă. Пĕррехинче вĕсем темиçен тарса килеççĕ. Анчах та вĕсене тепĕр куннех каялла илсе каяççĕ. Ĕçрен таракансене хăратас тесе кăтартуллă айăплавсем те пулман мар. Ĕçрен тарнисене хытă айăпланă. Кун пирки  Первомайски районĕнчи «Коммунар» тата вăл вăхăтри Патёрьелпе Каçал хутлăхĕсенчи «Октябрь ялавĕ» хаçатсенче мĕн çырнине тишкерер. Енчен те район хаçачĕсенче Сăрпа Хусан хÿтĕлев йĕрне туни çинчен пĕр йĕрке те çырман (çар вăрттăнлăхĕ шутланнă) пулсан унта каяс мар текенсене е ĕçрен тарса килнисене судпа айăпланă.

малалли пулать

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика