Чӑваш патшалӑх филармонийĕнче учительсен август уйӑхĕнчи йӑлана кĕнĕ конференцийĕ иртнĕ. Кӑҫал ӑна вĕрентӳ организацийĕсенче воспитани ĕҫне тӗрĕс йĕркелессине халалланӑ. Конференци ĕҫне ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев хутшӑннă. Вĕрентекенсене кулленхи ҫӑмӑл мар ĕҫшĕн тав тунё, ҫывхаракан вĕренӳ ҫулĕ ячĕпе саламланă. ЧР вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров ĕҫ-хĕлпе, малашлӑх планĕсемпе паллаштарнă. Вĕрентӳ тытӑмĕнче чи ҫивӗч ыйтусенчен пĕри кадр ыйтӑвĕ пулнине палӑртнă. Вĕрентекенсене ҫавӑн пекех РФ Патшалӑх Думин депутачĕ Алла Салаева саламланă. Уявра пултаруллӑ педагогсене тĕрлĕ наградӑпа чысланă.
Август 2026 |
