ТĂВАН çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хисеплесси, тăшманпа çапăçса ĕмĕрлĕхех юнлă хирте выртса юлнă салтаксене сума суса лартнă палăксене тирпейлесе тăрасси - кашни çыннăн тивĕçĕ. Пăлапуç Пашьел ял администрацийĕнче тăрăшакансем çакна асра тытаççĕ. Нумай пулмасть вĕсем субботник ирттернĕ. Администраци территорине, çывăхри ача-пăча лапамне, палăк тавра тирпейленĕ.
Тасатнă çĕрте мар, вараламан вырăнта тирпейлĕ, теççĕ. Хамăр пурăнакан тăрăх хăтлă пултăр тесен кашнийĕн тăрăшмалла. Çỹп-çап контейнерĕсем çывăхрине пăхмасăрах унта та кунта эрех-сăра, пылак шыв савăчĕсене лартса хăварни, мороженăй, хĕвел çаврăнăш тултарнă пакетсене ывăтса хăварни килĕшỹсĕр. Аслисем кĕçĕннисемшĕн ырă тĕслĕх пулсан тата аван.
Август 2026 |
