АВГУСТ уйăхĕ шăрăх тăнăран шыва чăмса уçăлма никам та хирĕç мар. Ача-пăчана та юхан шыв е кỹлĕ хĕрринче час-часах курма пулать. Чылай чухне вĕсемпе юнашар аслисем çукки пăшăрхантарать. Акă, каллех хурлăхлă хыпар çитрĕ. Юнашарти Улатăр районĕнчи Суйкăн ялĕнче 10 çулти ача вилнĕ. Вăл хăйпе пĕр çуларахрисемпе пĕвере шыва кĕнĕ, ишме пĕлменскер путма пуçланă. Аслисем çывăхра пулманран хăтарса хăварайман.
Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем ачасене хăйсем тĕллĕн уçăлма, шыва кĕме ямалла марри пирки асăрхаттараççĕ. Вĕсен пурнăçне, сывлăхне упрасси - ашшĕ-амăшĕн, вĕсемшĕн яваплисен тивĕçĕ.
Август 2026 |
