Руль умĕнче тимлĕхе çухатар мар

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2022, 08:59 Просмотров: 334

РУЛЬ умĕнче пыракан водителĕн яланах тимлĕ пулмалла. Пĕр самантлăха çул çинчен куçа илни те инкек патне илсе пырать. Кун пирки пурте лайăх пĕлеççĕ. Кĕсье телефонĕпе усă курма пуçланăранпа вара шоферсем калаçма кăна мар, СМС-çыру çырма, социаллă сетьсене кĕрсе унти хыпарсемпе паллашма та май тупаççĕ. Пассажирсен çак вăхăтра чĕри мĕнле хăвăртлăхпа тапни пирки калама та кирлĕ мар. Малашне руль умĕнче ларнă чухне телефон тытнăшăн, унпа усă курнăшăн - калаçнăшăн, СМС-пĕлтерỹ е аудихыпар çырнăшăн - водителе 1,5 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ. Айăплавăн çак мерине РФ КоАПăн 12.36.1 "Транспорт водителĕ телефонпа усă курмалли правилăсене пăсни" статйинче палăртнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика