Çирĕп купăста

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2022, 08:55 Просмотров: 332

Августра купăстана ытлашши шăварсан çуркаланать. Уйрăмах вăтам сортлисене сахалрах шăвармалла. Тăпра типсе каясран та асăрханмалла. Кая юлса пулакан сорта эрнере 2 хут 4 л ăшă шывпа шăвармалла. Лейкăран сапса çулçине йĕпетмелле. Купăстана касиччен 3 эрне маларах шăварма чарăнмалла. Енчен çумăрлă çанталăк тăрсан пулса çитнĕ купăста пуçне кăштах пусарăнтармалла - тымарĕ сиенленнĕрен шыва хăй çине туртса илмест.

Курăк пыйти, хурт, улитка, ытти сăтăрçă - купăста тăшманĕсем. Вĕсене хăратма çимĕç тĕвви, купăста пуçĕ çине йывăç кĕлне тăкмалла (1 тăваткал метра 1 стакан). Вăл ỹсен-тăрана сăтăрçăсенчен хỹтĕленипе пĕрлех тăпрана калипе, кальципе, фосфорпа пуянлатать. Кашни 7 кунра купăстана нашатырь спирчĕн шĕвекĕпе тымарĕ патĕнчен шăвармалла: 10 л шыва 6 апат кашăкĕ, пĕр тĕмме - 500 мл. Унпа усă куриччен тăпрана ахаль шывпа йĕпетмелле. Нашатырь шăрши сăтăрçăсене хăратать.

Купăста çăпанĕ ерсен ỹсен-тăран тымарĕ çĕрет, çулçисем сарăхаççĕ. Çакă тăпрара кальци, кали çителĕксĕррипе çыхăннă. Çумăрлă çанталăк вăраха кайсан та асăннă чир сарăлас хăрушлăх ỹсет. Унран асăрханма купăстана 3 эрнере 1 хут известь шĕвекĕпе сапмалла: 10 л шыва 1 стакан сỹнтернĕ известь, кашни тĕмме - 1л. Инфекци палăрсан купăстана купаламалла (çĕнĕ тымар яма), тăпрана известь, çĕрĕк тислĕк хывмалла.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика